Паян Шупашкар районӗнчи Алькеша Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ ҫыру ҫитрӗ. «Эсир мана хӑвӑр яла шыв кӗртес ыйтӑва татса пама пулӑшма ыйтрӑр. Эпӗ тивӗҫлӗ хушу патӑм. Мана хуравланӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ ыйтӑвне татса панӑ, кирлӗ ӗҫсене туса ирттернӗ. Пулӑшма кӑмӑллӑ пулчӗ. Сире тата сирӗн ялта пурӑнакансене ыррине ҫеҫ сунатӑп. Хисеплесе, Д. Медведев» ҫапларах шӑрҫаланӑ унта. Ӑна вӑл Алькешра пурӑнакан Людмила Шаймина ячӗпе янӑ. Мӗншӗн тесен шыв ыйтӑвӗпе шӑпах ҫав хӗрарӑм нумай чупнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ҫырнӑ иккен. Ялти хастар каланӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин (Дмитрий Медведев унӑн ертӳҫи шутланать) Шупашкарти йышӑну пӳлӗмне лекнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ лав вырӑнтан хускалнӑ-мӗн. Кӑҫалччен ҫӑл шывӗпе пурӑннӑ алькешсем паян колонкӑран шыв кӳреҫҫӗ, май пуррипе усӑ курса хӑшӗсем ӑна пӳртех кӗртнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче пахаланӑ куккуруса пӗр вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӑрахӑҫланӑччӗ. Хӑш-пӗр специалист ун пирки пирӗн тӑрӑхра туса илме юрӑхлӑ мар тенине теприсем манман-тӑр-ха. Манӑҫтарнӑ ҫав культурӑна халӗ вара урӑхларах хаклама тытӑнчӗҫ. Тата сорчӗсем те тӗрлӗрен мар-и? Ку тӑрӑхра туса илме шухӑшласа кӑларнисем аван тухӑҫпа савӑнтарнине тата ӗнесемшӗн куккурус пахаран та паха апат пулнине кура ӑна юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах ӳстерме тытӑнчӗҫ.
Шупашкар районӗнче куккуруса кӑҫал 770 гектар ҫинче акса хӑварма палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне «Чурачикское» тата «Прогресс» хуҫалӑхсем пурӗ 215 га (сӑмай май, вӗсен иккӗшӗн те пӗр хуҫа), «Атлашевский» кооператив 158 га, «Ольдеевская» агрофирма 60 га акнӑ. «Приволжское», Ленин ячӗллӗ, «Средняя Волга» хуҫалӑхсем вара ҫав культура валли ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Апаш информаципе культура центрӗнче «Яланах театр» ятпа иртнӗ республикӑри фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсен конкурсӗ кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлнӑ. Унта районсемпе хуласенчи 84 театр ушкӑнӗ, ҫав шутра 22-шӗ ача-пӑча коллективӗсем, хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурса йӗркеленӗ Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ театрсем уйрӑмах йышлӑ хутшӑннӑ районсемпе хуласене тишкернӗ те ҫапла пӗтӗмлетнӗ: районсенчен ҫӗрпӳсене (10 ушкӑн), вӑрнарсене (9), патӑрьелсене (6), куславккасене (5), элӗксене (4) тата Канаш хулине (5) кӗртнӗ. Ҫын шучӗпе вара элӗксем, ҫӗрпӳсем, шупашкар енсем (сӑмах район пирки пырать), сӗнтӗрвӑррисем тата Шупашкар хули пысӑк йышпа вылянӑ.
Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсене сумлӑран та сумлӑ тӳресем хакланӑ. Вӗсен йышӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, чӑваш халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов тата Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.
Ҫапла, Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Прокопьева Екатерина 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫей шайӗнче акӑлчан чӗлхипе «The Mystery of the British History» ятлӑ викторина иртнӗ. Унта инҫет майпа хутшӑнмалла пулнӑ. Викторинӑра ачасен Аслӑ Британипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине акӑлчанла хуравламалла пулнӑ тата пултарулӑх ӗҫне тӑратма тивнӗ.
Ӗнер, ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче викторинӑна пӗтӗмлетнӗ — Катьӑн ӗҫне 1-мӗш вырӑн (чи нумай балл пухакансене) парса хакланӑ. Мала тухнӑ ачасем Чӑваш Енрен татах та пур — Шупашкарти 41-мӗш шкулти темиҫе ача 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
«The Mystery of the British History» викторинӑна «Фактор роста» ЦДМ ирттернӗ. Вӗсем тӗрлӗ предметпа викторина-конкурс таврашне хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене тишкернӗ май маларах эпир ҫурҫӗртисем кӑнтӑртисене ҫитеймеҫҫӗ тесе хыпарланӑччӗ-ха. Чӑн та. Кайри мала епле туртӑнсан та вӗсене ҫитме май килмен. Комсомольскисем, шӑмӑршӑсем тата елчӗксем ҫуртрисене акса вӗҫленӗ. Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсем те юлашки гектарсем ҫинче акаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче ӗҫ майӗпен пынине пӗлтерет. Вӗсенче ҫурри таран та акайман иккен-ха.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса пӗтернисем ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те паян ҫӗрулми лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ҫав культурӑна 3 пин ытларах гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин пӗрре-пиллӗкмӗш пайне яхӑн.
Ҫак уйӑхӑн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш Ен делегацийӗ Питӗр хулинче пулнӑ, хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ паллӑ учёнӑй Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ мероприятисене хутшӑннӑ.
Асӑннӑ хулари Чӑваш наципе культура автономийӗ чӗннипе ҫула тухнӑ чӑвашсен ушкӑнӗ архимандритӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Унтан вӗсем Бичурина халалланӑ асӑну каҫне хутшӑннӑ. Ӑна хулари чи авалхи вулавӑшсенчен пӗринче — А.С. Грибоедов ячӗллинче — иртнӗ. Унта Питӗрте пурӑнакан 40 ытла наци ҫыннисен литератури вырӑн тупнӑ-мӗн.
Сӑмах май, хулари Наци Лигисен президенчӗ Хамзат Цокиев чӑвашсен ентешлӗхӗ хулан культура пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Мероприятире Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Иакинф Бичурин Чӑваш Еншӗн епле вырӑн йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ. Пирӗннисем Питӗрти ентешсене концерт та кӑтартнӑ, лешсем те парӑмра юлман — Чӑваш наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи «Парне» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери медицина апписен кунне халалласа (аса илтеретпӗр, ҫав уява ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) Шупашкар район пульницинче «2013 ҫулхи чи лайӑх медицина аппи» конкурс ирттернӗ. Унта фельдшерсемпе медаппасем хутшӑннӑ.
Вӗсем хӑйсемпе кӗскен паллаштарнӑ, ӗҫре куллен пурнӑҫлама тивекен хӑш-пӗр самантсем енӗпе тупӑшнӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем шур халатлисен апат пӗҫерес ӑсталӑхне те тӗрӗслесе пӑхас тенине кура тухтӑрсем килтен апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе килнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисене хаклакансен шучӗпе асӑннӑ районти Энтимӗркассинчи Нина Федорова фельдшер пек маттурри пулман. Район пульницинчи хирурги уйрӑмӗнче тӑрӑшакан Светлана Карсакова иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Наталия Гумирова анестизист.
Чӑваш Республикинче паянхи кун та самаях ҫивӗч ыйту вӑл — шкула ҫулне ҫитмен ачасене ятарлӑ учрежденисене вырнаҫтарасси. Кӑҫалхи ҫулпа тӳр килсе республикӑра 1-7 ҫулхи ачасен проценчӗ 70,6% таранах ҫитет. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтарту тӑрӑх ача пахчине вырнаҫма черет тӑракансен шучӗ 1,5 ҫултан иртнӗ 16 432 ача, вӗсенчен 91,3% 1,5–3 ҫула ҫитнӗ пепкесем.
Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енре 8 ҫӗнӗ ача пахчи хута ярас ӗҫ вӗҫленнине паллӑртнӑ, унсӑр пуҫне тата виҫҫӗшӗ реконструкци хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне пуҫламалла. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача пахчисенче 1 743 ҫӗнӗ вырӑн тупӑнӗ. Республикӑри вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗллеве пурнӑҫлама республика хыснинчен 366,6 млн., вырӑнти укҫа-тенкӗрен 140,4 млн укҫа уйӑрмалла.
Шупашкар хулинче пӗтӗмпе 2 ача пахчи уҫӑлӗ (475 вырӑн), ыттисем ҫак тӑрӑхсенче ӗҫлеме пуҫламалла: Комсомольски районӗнче — 2, Кӳкеҫре (Шупашкар районӗ, 240 вырӑн) тата Йӗпреҫпе Елчӗк (95 вырӑн) районӗсенче — пӗршер ача пахчи.
Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнчи шкулта вӗренекенсем Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ туса палӑк умне пухӑнчӗҫ.
Тӑван тавралӑхшӑн, тӑван халӑхшӑн, пирӗн пуласлӑхшӑн пуҫне хунӑ ҫар ҫыннисемпе ветерансене аса илсе Ҫатра-Лапсар шкул ачисем сӑвӑсем вуларӗҫ. Асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Митингра Ҫатракасси ял ҫыннисем, шкул ачисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров та мероприятине пычӗ.
Пуху палӑк умне кӑшӑлсемпе чечек ҫыххисем хунипе вӗҫленчӗ.
Ҫу кунӗсем ав, кӗҫех таврара «хуҫаланма» тытӑнчӗҫ. Хӗл ытамӗнчен хӑтӑлса, ҫутҫанталӑк ҫӗнӗ ем-ешӗл симӗс тум тумланма тытӑнчӗ те. Ҫурхи кунсемпе пӗрлӗх уйсенче хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланать.
Хӗвеллӗ, ӑшӑ кунсене пула ҫурхи ака-суха ӗҫӗ кӑҫал темиҫе кун маларах пуҫланнӑ. Асӑннӑ ӗҫӗ чи малтанах Елчӗк, Патӑрьел, Улатӑр тата Вӑрнар районӗсем хастаррӑн пуҫарӑннӑ.
Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан ку вӑхӑталла пӗлтӗр 7 пин гектар акнӑ пулсан, кӑҫал вара 20 пине ҫитнӗ.
Ака-суха ӗҫне паянхи куна республикӑри пур район та тытӑннӑ. Апла пулин те Чӑваш Республикин ял-хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака-суха ӗҫӗн хӗрӳ тапхӑрӗ тин кӑна ҫӗнӗ вӑйсем илме тытӑнни ҫинчен каласа хӑварать.
Ял-хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал 570 пин гектар акса лартма паллӑртса хунӑ.
Унсӑр пуҫне тата Шупашкар районӗн Тутаркасси ялӗ ҫумӗнчи чӑх-чӗп фабрикине ҫӗнетме, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ ферма хута яма ятарлӑ проектсем хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |